48 – Пуҫлӑхсемпе фарисейсенчен кам та пулин ӗненчӗ-и Ӑна?
Ҫавӑн чухне Иисус, сӑмахне малалла тӑсса, ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем, ҫӗрпе пӗлӗт Хуҫи! Эсӗ ҫакна ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пӗлмелле тунӑшӑн Сана мухтатӑп.
Унтан Пилат аслӑ священниксене, пуҫлӑхсене, халӑха чӗнсе пуҫтарнӑ та
Ҫапах та Иисуса пуҫлӑхсенчен те чылайӑшӗ ӗненме пуҫланӑ; анчах вӗсем, фарисейсенчен хӑраса, синагогӑран уйӑрса ярасран шикленсе, хӑйсем ӗненнине палӑртман.
Фарисейсем хушшинче иудейсен пӗр пуҫлӑхӗ, Никодим ятлӑскер, пулнӑ.
– Акӑ Вӑл уҫҫӑнах калаҫать, ҫапах та Ӑна никам та чармасть. Тен, Вӑл чӑнах Христос пулнине пуҫлӑхсем пӗлеҫҫӗ?
Саккун мӗнне те пӗлмен хура халӑх ҫеҫ ӗненет Ӑна, ылханлӑ халӑх!»
Анчах та хӑйсен ҫынниех, Никодим, пӗррехинче ҫӗрле Иисус патне пынӑскер, вӗсене ҫапла каланӑ:
Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫем сарӑлса пынӑ. Иерусалимра Иисус вӗренекенӗсен шучӗ хӑвӑрт ӳссе кайнӑ. Чылай священник та ҫак ӗненӗве йышӑннӑ.
Ӑҫта ӑсли? Ӑҫта саккуна вӗрентекен? Ӑҫта ҫак тӗнчери тавлашу ӑсти? Турӑ ҫак тӗнчери ӑслӑлӑхран ӑссӑрлӑх туман-и?
Вӑл ӑслӑлӑха ҫак тӗнчери пуҫлӑхсенчен пӗри те пӗлеймен. Пӗлнӗ пулсассӑн вӗсем мухтав Хуҫине пӑталамӗччӗҫ.