46 «Ку Ҫын калаҫнӑ пек этем тени нихӑҫан та калаҫманах», – тенӗ Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисем.
Вара вӗсем пурте Иисус каланипе килӗшнӗ, Унӑн ҫӑварӗнчен тухакан ырӑлӑх сӑмахӗсенчен тӗлӗннӗ. «Иосиф ывӑлӗ мар-и вара Ку?» – тесе калаҫнӑ вӗсем.
Ҫынсем Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен Унӑн сӑмахӗнче Турӑ хӑвачӗ пулнӑ.
– Акӑ Вӑл уҫҫӑнах калаҫать, ҫапах та Ӑна никам та чармасть. Тен, Вӑл чӑнах Христос пулнине пуҫлӑхсем пӗлеҫҫӗ?
Халӑхра Иисус ҫинчен ҫапла калаҫнине фарисейсем илтнӗ. Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисене Ӑна тытма янӑ.