43 Вара халӑх Иисус пирки тавлашсах кайнӑ.
Эпӗ ывӑлне – ашшӗнчен, хӗрне – амӑшӗнчен, кинне – хунямӑшӗнчен уйӑрма килтӗм.
Эпӗ ҫӗр ҫине канӑҫлӑх кӳме килнӗ тесе шухӑшлатӑр-и эсир? Ҫук, – тетӗп сире, – Эпӗ уйӑрма килнӗ.
Ку сӑмахсем те иудейсене каллех тавлаштарса янӑ.
Халӑх хушшинче Ун пирки тӗрлӗ сӑмах ҫӳренӗ. «Ырӑскер Вӑл», – тесе каланӑ пӗрисем. «Ҫук, ҫук! Вӑл халӑха улталать кӑна!» – хирӗҫленӗ теприсем.
«Вӑл Ҫын Турӑран мар, мӗншӗн тесен Вӑл шӑмат куна хисеплемест», – тенӗ вара хӑш-пӗр фарисейсем. «Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫе ҫылӑхлӑ ҫын епле тума пултарайтӑр?» – хирӗҫленӗ теприсем. Вара вӗсем тавлашсах кайнӑ.
Ҫав хушӑра хула халӑхӗ икке пайланса кайнӑ: пӗрисем – иудейсем майлӑ, теприсем апостолсем майлӑ пулнӑ.