41 «Ку – Турӑ Суйласа илни, Христос», – тенӗ хӑшӗ-пӗри. Теприсем вӗсене хирӗҫлесе каланӑ: «Христосӑн Галилейӑран килмелле мар-ҫке!
Вӑл пирвай хӑйӗн пиччӗшне Симона тупса: «Эпир Мессияна (вӑл Христос тени пулать) куртӑмӑр», – тенӗ те
Анчах та Нафанаил ӑна ҫапла каланӑ: «Назаретран-и? Назаретра мӗн те пулин ырри пулма пултарать-и вара?» «Кайса пӑх эппин», – тенӗ ӑна Филипп.
«Равви! Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ – Израиль Патши», – тенӗ Нафанаил.
Хӗрарӑм Ӑна: «Мессия, тепӗр майлӑ каласан Христос, килессине, килсен пире йӑлтах каласа пӗлтерессине пӗлетӗп-ха эпӗ», – тенӗ.
«Пӗр Ҫын манӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ, кайса пӑхӑр-ха, Христос мар-и Вӑл?»
Вара вӗсем ҫав хӗрарӑма каланӑ: «Эпир ӗнтӗ сан сӑмаху тӑрӑх кӑна ӗненместпӗр. Вӑл чӑнах тӗнчене Ҫӑлакан, Христос иккенне хамӑр илтсе пӗлтӗмӗр».
Эсӗ – Христос, чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ иккенне эпир ӗнентӗмӗр те, пӗлтӗмӗр те».
Анчах та эпир Вӑл ӑҫта ҫуралса ӳснине пӗлетпӗр. Турӑ Суйласа илни килес пулсассӑн, Вӑл ӑҫтан иккенне никам та пӗлмӗччӗ».
Кирек епле пулсассӑн та, чылайӑшӗ Ӑна ӗненнӗ. «Турӑ Суйласа илни килсен, Ку тунӑ хӑватсенчен те ытларах тӑвӗ-ши вара?» – тенӗ вӗсем.
«Эсӗ те Галилея ҫынни мар пулӗ те? – тенӗ ӑна. – Лайӑхрах тӗпче те ҫакна пӗлсе тӑр: ку таранччен Галилейӑран пророк тухман та, тухас та ҫук».