40 «Ку чӑнах та пророк», – тенӗ ҫак сӑмахсене илтнӗ ҫынсенчен чылайӑшӗ.
«Ку вӑл Иисус, Галилейӑри Назаретран тухнӑ Пророк», – тенӗ ҫынсем.
«Эппин кам эсӗ? Илия-и?» – ыйтнӑ унран. «Илия мар», – тавӑрнӑ вӑл. «Тен, эсӗ пророк?» – ыйтнӑ лешсем. «Пророк та мар», – тенӗ Иоанн.
«Хуҫамӑр! – тенӗ хӗрарӑм. – Ӗнтӗ пӗлетӗп: Эсӗ – пророк.
«Ку чӑнах та тӗнчене килмелли Ҫав Пророк!» – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус тунӑ хӑвата курнисем.
Халӑх хушшинче Ун пирки тӗрлӗ сӑмах ҫӳренӗ. «Ырӑскер Вӑл», – тесе каланӑ пӗрисем. «Ҫук, ҫук! Вӑл халӑха улталать кӑна!» – хирӗҫленӗ теприсем.
Ҫакна илтсен иудейсем пӗр-пӗринпе тавлаша-тавлаша тухса кайнӑ.