4 Мӗншӗн тесен паллӑ ҫын пулас текен хӑйӗн ӗҫӗсене вӑрттӑн тумасть. Эсӗ ҫакнашкал ӗҫсем тӑватӑн пулсан эппин Хӑвна тӗнчене кӑтарт».
Тӑвакан мӗн пур ӗҫӗсене те вӗсем ҫынсене кӑтартма ҫеҫ тӑваҫҫӗ: сыхлӑх хӑюсене сарлакалатсах пыраҫҫӗ, аркӑ вӗҫӗнчи ҫӳҫисене те вӑрӑмлатсах пыраҫҫӗ.
ҫапла каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫакӑнтан сик. Ҫырнинче каланӑ вӗт-ха: „Турӑ Хӑйӗн ангелӗсене Сана упрама хушӗ, урупа чултан такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ“».
«Типӗ тытнӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек салхуллӑ ан ҫӳрӗр. Вӗсем хӑйсем типӗ тытнине ҫынсене кӑтартасшӑн кулянӑҫлӑ сӑн-питпе ҫӳреҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна.
«Турра кӗлтунӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек ан пул. Пурте курччӑр тесе, вӗсем синагогӑсенче, урам тӑваткалӗсенче тӑрса кӗлтума юратаҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: илнӗ мухтавӗ вӗсен кунти пурӑнӑҫра кӑна.
Ырӑ ҫыннӑн ырӑ кӑмӑлӗнчен ырри тухать, усал ҫыннӑн усал кӑмӑлӗнчен усалли тухать. Этемӗн кӑмӑлӗ мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать».
«Эпӗ пӗтӗм халӑха уҫҫӑнах вӗрентрӗм, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сӑмахӑма иудейсем ялан пуҫтарӑнакан синагогӑсенче, Турӑ Ҫуртӗнче каларӑм, вӑрттӑн нимӗн те вӗрентмен.
Ҫавӑн чухне тӑванӗсем Ӑна каланӑ: «Текех кунта ан юл. Ху тӑвакан тӗлӗнмелле ӗҫӳсене вӗренекенӳсене кӑтартма Иудейӑна кай.
Тӑванӗсем те Ӑна ӗненмен.