34 Эсир Мана шырӑр, анчах та тупаймӑр. Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр».
Калатӑп сире: „Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ!“ – тесе кӑшкӑрас вӑхӑтчен Мана урӑх кураймӑр».
Унта кайса сирӗн валли вырӑн хатӗрлесен каллех тавӑрӑнӑп. Вара сире, Хампа пӗрле пулччӑр тесе, Хам патӑма илӗп“, – тенӗ пулӑттӑм.
«Ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те – Эпӗ, – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Ман урлӑ каймасан Аттем патне никам та ҫитеймӗ.
Эй, Аттем! Эсӗ Мана панисем те Эпӗ ӑҫта, ҫавӑнта Манпа пӗрлех пулччӑр. Эсӗ Мана тӗнчене пултаричченех юратса панӑ мухтава вӗсем те курччӑр.
Тата Вӑл „Эсир Мана шырӑр, анчах та тупаймӑр, Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр“ тесе калани мӗне пӗлтерет-ши?»