30 Вӗсем вара Иисуса тытасшӑн пулнӑ. Ҫапах никам та Ун ҫине алӑ ҫӗклеймен, мӗншӗн тесен Унӑн вӑхӑчӗ ҫитеймен пулнӑ-ха.
Фарисейсем вара синагогӑран тухсанах Ӑна вӗлерме кавар тунӑ. Анчах та Иисус, ҫавна пӗлсе, унтан кайнӑ.
Вара вӗсем Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем Ӑна Пророк тесе шутланӑ.
Ҫак сӑмахсене илтнӗ саккун вӗрентӳҫисемпе аслӑ священниксем Иисуса пӗтерме май шыранӑ. Пӗтӗм халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗннӗ пирки вӗсем Иисусран хӑранӑ.
Вара аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем ҫак ытарлӑха хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнтах вӗсем Иисуса ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах та халӑхран хӑранӑ.
Эпӗ кашни кун сирӗнпе пӗрле Турӑ Ҫуртӗнче пултӑм, эсир ун чух Мана тӗкӗнмерӗр. Халӗ ӗнтӗ тӗттӗмлӗх хуҫаланать, ку – сирӗн вӑхӑтӑр».
Хайхи иудейсем Ӑна вӗлерес тесе каллех чулсем ярса тытнӑ.
Ҫавӑн чухне вӗсем Иисуса каллех тытасшӑн пулнӑ, анчах та Вӑл иудейсенчен хӑтӑлма пултарнӑ.
Аслӑ священниксемпе фарисейсем вара Иисуса тытас тесе ҫапла хушнӑ: «Вӑл ӑҫтине пӗлекенсен тӳрех пире систермелле».
Моисей сире саккун паман-и вара? Ҫапах та сирӗнтен пӗри те саккун хушнине тумасть. Мӗншӗн эсир Мана вӗлересшӗн?»
Халӑхра Иисус ҫинчен ҫапла калаҫнине фарисейсем илтнӗ. Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисене Ӑна тытма янӑ.
«Манӑн вӑхӑтӑм ҫитеймен-ха, – тавӑрнӑ вӗсене Иисус, – сирӗншӗн вара яланах майлӑ вӑхӑт.
Эсир ҫак уява кайӑрах. Эпӗ хальлӗхе тӑхтам, мӗншӗн тесен Манӑн вӑхӑтӑм ҫитеймен-ха».
Иисус ҫак сӑмахсене Турӑ Ҫуртӗнче, укҫа арчи патӗнче, вӗрентнӗ чухне каланӑ. Унӑн асап вӑхӑчӗ ҫитеймен пирки ҫавӑн чухне Ӑна никам та тӗкӗнмен.
Эсир Авраам йӑхӗнчен пулнине пӗлетӗп. Анчах Ман сӑмахӑмсем чӗрӗре шӑнӑҫайманран эсир Мана вӗлерме те хатӗр.
Тарӑхса кайнипе иудейсем Ӑна вӗлерес тесе чулсем ярса тытнӑ. Анчах Иисус, курӑнмӑш пулса, вӗсем хушшипелех Турӑ Ҫуртӗнчен тухса кайнӑ.
Мана кунта Яраканӑн ӗҫне пирӗн кун ҫути пур чухне тумалла. Каҫ пулсан никам та ӗҫлеймест.