29 Ун патӗнчен килнӗ пирки Эпӗ Ӑна пӗлетӗп, Мана Вӑл ячӗ».
Аттем Мана йӑлтах панӑ. Ашшӗсӗр пуҫне Ывӑлне никам та пӗлмест. Ашшӗне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ пӗлтерес тесен анчах пӗлӗҫ.
Турра никам та нихҫан та курман, Турӑ ҫинчен пире Ашшӗпе пӗрлӗхлӗ, Атте Туррӑмӑрӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ пӗлтернӗ.
Аттем Мана пӗлнӗ пекех, Эпӗ те Аттеме пӗлетӗп. Эпӗ сурӑхӑмсемшӗн чунӑма паратӑп.
Ашшӗ пӗтӗмпех Хӑйӗн аллине панине тата Хӑй Турӑ патӗнчен анса Турӑ патне каясса Иисус пӗлнӗ.
Эсӗ Мана тӗнчене янӑ пекех, Эпӗ те вӗсене тӗнчене ятӑм.
Ку сӑмах Аттене кам та пулин курнине пӗлтермест. Турӑран Килни кӑна Ашшӗне курнӑ.
Эсир Ӑна пӗлсе ҫитмен-ха, Эпӗ вара пӗлетӗп. Ӑна пӗлместӗп тесен Эпӗ сирнешкел суеҫӗ кӑна пулӑп. Анчах та Эпӗ Ӑна пӗлетӗп, Унӑн сӑмахне пурнӑҫласа тӑратӑп.
Мӗншӗн тесен чӗрӗлӗх паракан килчӗ, эпир ӑна куртӑмӑр, курни-илтнине ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр. Эпир сире Атте Турӑри ҫав ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх хамӑр патӑра килни ҫинчен хыпарлатпӑр.
Атте Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне тӗнчене Ҫӑлакан пулмашкӑн янӑ, ҫавна эпир куҫӑн курнӑран ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр.
Турӑ пире юратни ҫакӑнтан палӑрать: Ывӑлӗ урлӑ пирӗн чӗрӗлӗх илмелле пултӑр тесе Турӑ тӗнчене Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне янӑ.