27 Анчах та эпир Вӑл ӑҫта ҫуралса ӳснине пӗлетпӗр. Турӑ Суйласа илни килес пулсассӑн, Вӑл ӑҫтан иккенне никам та пӗлмӗччӗ».
Платник ҫеҫ мар-им вара Вӑл? Вӑл Мария ывӑлӗ, Иаковпа Иосийӑн, Иудӑпа Симонӑн тӑванӗ кӑна-иҫ! Унӑн аппӑшӗсем те кунтах, хамӑр хушшӑмӑртах мар-им вара?» Ҫапла вӗсем Унӑн сӑмахӗсене ӗненесшӗн пулман.
Вара вӗсем пурте Иисус каланипе килӗшнӗ, Унӑн ҫӑварӗнчен тухакан ырӑлӑх сӑмахӗсенчен тӗлӗннӗ. «Иосиф ывӑлӗ мар-и вара Ку?» – тесе калаҫнӑ вӗсем.
«Ку – Иосиф ывӑлӗ Иисус мар-им вара? – тенӗ вӗсем. – Эпир Унӑн ашшӗпе Амӑшне палланӑ ҫинчех Вӑл епле-ха „Эпӗ ҫӳлтен антӑм“ теме хӑять?»
«Вӗренмен пулин те, Ҫырнинче мӗн каланине ӑҫтан пӗлет-ха Вӑл?» – тӗлӗннӗ иудейсем.
Турӑ Моисейпа калаҫнине эпир пӗлетпӗр. Ку Ҫын ӑҫтан иккенне вара пачах та пӗлместпӗр».
Ӑна, мӗскӗнлетсе, тӗрӗс суд та туман. Унӑн йӑхӗ-тӑхӑмӗ пирки вара кам тата мӗн калайӗ? Унӑн пурӑнӑҫӗ ҫӗр ҫинчен илӗннӗ ӗнтӗ“.