23 Ҫапла вара, Моисей саккунне пӑсас мар тесе, ҫын шӑмат кун та ӳт кастарать. Мӗншӗн-ха эппин эсир Мана шӑмат кун та ҫынна сыватать тесе ҫилленетӗр?
Унта алли типнӗ ҫын пулнӑ. Иисуса айӑплама сӑлтав тупас тесе синагогӑрисем Унран: «Шӑмат кун чиртен сыватма юрать-и?» – тесе ыйтнӑ.
Фарисейсем ҫакна курнӑ та Иисуса каланӑ: «Акӑ Санӑн вӗренекенӳсем шӑмат кун тума юраманнине тӑваҫҫӗ».
Е тата шӑмат кунсенче священниксем Турӑ ҫуртӗнче шӑмат кун тума хушман ӗҫсене тӑваҫҫӗ пулин те, вӗсем айӑплӑ мар тенине эсир саккунра вуламан-им?
Ҫавӑнпа иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем сывалнӑскере каланӑ: «Паян шӑмат кун, санӑн вырӑнна ҫӗклесе кайма юрамасть».
Иисус сӑмахне малалла тӑснӑ: «Эпӗ шӑмат кун йӑлине пӗрре пӑсрӑм та, эсир пурте тӗлӗнетӗр.
«Вӑл Ҫын Турӑран мар, мӗншӗн тесен Вӑл шӑмат куна хисеплемест», – тенӗ вара хӑш-пӗр фарисейсем. «Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫе ҫылӑхлӑ ҫын епле тума пултарайтӑр?» – хирӗҫленӗ теприсем. Вара вӗсем тавлашсах кайнӑ.