20 Халӑх Ӑна хирӗҫ: «Сана усал ермен-и? Кам сана вӗлересшӗн?» – тесе каланӑ.
Вӗренекенӗ вӗрентекен пек пулсан, тарҫи хуҫи пек пулсан ҫитет вара. Кил хуҫине Веельзевул терӗҫ пулсан, унӑн кил-йышӗ пирки пушшех те ҫапла каламӗҫ-и?»
Ҫавна илтсен фарисейсем вара ҫапла каланӑ: «Усалсене Вӑл урӑх нимӗнле хӑватпа та мар, усалсен пуҫлӑхӗн, Веельзевулӑн, хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать».
Фарисейсем кӑна ҫапла каланӑ: «Усалсене Вӑл усалсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать».
Унӑн ӑшӗнче усал сывлӑш ларать тенӗрен Вӑл ҫапла каланӑ пулнӑ.
«Мӗн итлетӗр Ӑна? Усал ернипе Вӑл ҫапла ӑссӑрла калаҫать!» – тенӗ чылайӑшӗ.
«Эпир Сан пирки Самари ҫынни, Санӑн ӑшунта усал сывлӑш тесе калани тӗрӗсех-иҫ», – тавӑрнӑ Ӑна иудейсем.
«Мана усал ермен, – тенӗ Иисус, – Эпӗ Хам Аттеме чыслатӑп, эсир вара Мана чыссӑрлататӑр.
«Халӗ ӗнтӗ сана чӑнах та усал ернине пӗлтӗмӗр, – тенӗ Ӑна иудейсем. – Авраам та, пророксем те вилнӗ, Эсӗ вара „Ман сӑмахӑма пурнӑҫлакан нихӑҫан та вилмест“ тетӗн.
Павел хӑйне ҫапла хӳтӗленӗ чухне Фест ӑна пӳлсе кӑшкӑрса тӑкнӑ: «Павел! Эсӗ ӑсран тайӑлнӑ! Нумай пӗлни сана ухмаха ертет!»