19 Моисей сире саккун паман-и вара? Ҫапах та сирӗнтен пӗри те саккун хушнине тумасть. Мӗншӗн эсир Мана вӗлересшӗн?»
Фарисейсем вара синагогӑран тухсанах Ӑна вӗлерме кавар тунӑ. Анчах та Иисус, ҫавна пӗлсе, унтан кайнӑ.
Пахчаҫӑсем вара хуҫа ывӑлне курсанах пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: „Ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла, атьӑр ӑна вӗлерер те вӑл илес еткере хамӑр илер“.
Ҫак сӑмахсене илтнӗ саккун вӗрентӳҫисемпе аслӑ священниксем Иисуса пӗтерме май шыранӑ. Пӗтӗм халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗннӗ пирки вӗсем Иисусран хӑранӑ.
Лешсене вара каланӑ: «Шӑмат кун ырӑ тумалла-и е усал тумалла? Чуна ҫӑлмалла-и е пӗтермелле?» Пӗри те хирӗҫ чӗнмен.
Фарисейсем вара унтан тухсан тӳрех Ирод майлӑ ҫынсен ушкӑнӗпе пӗрле Иисуса епле вӗлерес-ши тесе Ӑна хирӗҫ кавар тунӑ.
Мӗншӗн тесен саккуна Моисей урлӑ панӑ, ырӑлӑхпа чӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ килнӗ.
Ҫавӑн чухне вӗсем Иисуса каллех тытасшӑн пулнӑ, анчах та Вӑл иудейсенчен хӑтӑлма пултарнӑ.
Ҫав кунран вара вӗсем Иисуса вӗлерме калаҫса татӑлнӑ.
Ҫавнашкал ӗҫсене шӑмат кун тунӑшӑн хайхи иудейсем Иисуса хӗсӗрлеме пуҫланӑ, вӗлерме май шыранӑ.
Ҫавӑнпа та ятлӑ-сумлисем Ӑна шӑмат куна хисеплеменшӗн кӑна мар, Турра Манӑн Аттем теме хӑйнӑшӑн, ҫапла каласа Хӑйне Турӑпа танах хунӑшӑн вӗлерес тесе тата ҫирӗпрех шут тытнӑ.
Ҫапах та Вӑл пире Ашшӗ умӗнче айӑплӗ тесе ан шухӑшлӑр. Сире айӑплама хӑвӑр шанакан Моисей пур.
Кайран Иисус Галилейӑра ҫӳренӗ. Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Хӑйне вӗлересшӗн пулнине пӗлсе Вӑл Иудея ҫӗрне каяс темен.
Ҫавӑн чух Иерусалим ҫыннисенчен хӑшӗ-пӗри: «Ҫакна вӗлересшӗн шырамаҫҫӗ-и-ха? – тенӗ.
Шӑпах ҫав Моисей пушӑ хирте пуҫтарӑннӑ мӑн асаттемӗрсемпе пӗрле пулнӑ. Пире пӗлтермешкӗн вӑл Синай тӑвӗ ҫинче ангелран чӗрӗлӗх сӑмахӗсене илнӗ.
Апла пулсан саккун мӗн тума кирлӗ-ха? Ӑна каярахпа, ҫынсем усал ӗҫсем тума пуҫланӑ пирки, халӑха тытса тӑмашкӑн панӑ. Ангелсем урлӑ ҫураҫтаракана панӑ ҫав саккун Турӑ шантарнӑ «тӑхӑмри Пӗри» киличчен вӑйра тӑнӑ.
Ӳт кастарнисем хӑйсем те саккуна пӑхӑнса пурӑнмаҫҫӗ; сире те, хӑйсене мухтанса ҫӳреме сӑлтав пултӑр тесе ҫеҫ, ӳт кастарасшӑн.