Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 7:17 - Синодальный НЗ

17 Кам Унӑн ирӗкне пурнӑҫлас тет, вӑл ҫак вӗрентӳ Турӑран е Хамран пулнине те пӗлӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 7:17
25 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Куҫ – ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ санӑн куҫу таса пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те ҫутӑ пулӗ.


Пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкни ҫакӑн пеккисене пӗлтерет: вӗсем илтнӗ сӑмаха ырӑ та таса чун-чӗрере упраҫҫӗ, тӳсӗмлӗ пулса тулли пучах кӑлараҫҫӗ».


Тӗрӗс пурӑнакан вара, ӗҫӗсем палӑрччӑр тесе, ҫутталла туртӑнать, мӗншӗн тесен унӑн ӗҫӗсем Турра юрӑхлӑ».


Мӗншӗн-ха эсир Эпӗ каланине ӑнланмастӑр? Мӗншӗн тесен Ман сӑмахӑма итлеме мехел ҫитерейместӗр.


Эсир Авраам ачисем мар, шуйттан ачисем, эсир унӑн кӑмӑлне тивӗҫтересшӗн тӑрӑшатӑр. Вӑл вара чӑн пуҫламӑшӗнченех ҫын вӗлерекен пулнӑ. Чӗринче чӑнлӑх пулманран вӑл чӑнлӑха та йышӑнман. Суйса калаҫнӑ чухне те вӑл хӑйӗн сӑмахӗсенех калать, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑ, ултав ашшӗ.


Турӑ ачисем Турӑ сӑмахне итлеҫҫӗ. Турӑ ачисем пулманран эсир Мана итлеместӗр те».


Кунти халӑх Фессалоника ҫыннисенчен пархатарлӑрах пулнӑ, Турӑ сӑмахне пӗтӗм кӑмӑлтан йышӑннӑ. Кунсеренех вӗсем апостолсем вӗрентнине Ҫырнинче каланипе танлаштарса тӗрӗсленӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ