Иисус Турӑ Ҫуртне пынӑ та суту-илӳ тӑвакансене пурне те унтан хӑваласа кӑларса янӑ. Вӑл укҫа улӑштаракансен сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансен тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере тухнӑ.
Ҫавӑн чухне Иисус, Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе, хыттӑн каланӑ: «Эсир Мана та, Эпӗ ӑҫта ҫуралнине те пӗлетӗр. Эпӗ кунта Хам тӗллӗн килмен. Мана кунта Яраканӗ чӑн-чӑн, анчах та эсир Ӑна пӗлместӗр.