Вӗренекенӗ вӗрентекен пек пулсан, тарҫи хуҫи пек пулсан ҫитет вара. Кил хуҫине Веельзевул терӗҫ пулсан, унӑн кил-йышӗ пирки пушшех те ҫапла каламӗҫ-и?»
Иудейӑри Аримафея хулинче ҫуралса ӳснӗ пӗр Иосиф ятлӑ ҫын пулнӑ. Вӑл, тӳрӗ тата ырӑ кӑмӑллӑскер, иудейсен канашӗнче ларнӑ пулин те, канаш ӗҫӗпе те, йышӑнӑвӗпе те килӗшмен. Вӑл хӑй те Турӑ Патшалӑхне кӗтсе пурӑннӑ.
«Вӑл Ҫын Турӑран мар, мӗншӗн тесен Вӑл шӑмат куна хисеплемест», – тенӗ вара хӑш-пӗр фарисейсем. «Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫе ҫылӑхлӑ ҫын епле тума пултарайтӑр?» – хирӗҫленӗ теприсем. Вара вӗсем тавлашсах кайнӑ.