11 Уявра иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем: «Ӑҫта Вӑл?» – тесе Ӑна шыранӑ.
Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Иоанн патне Иерусалимри священниксемпе левитсене: «Кам эсӗ?» – тесе ыйтма ярсан, Иоанн вӗсене: «Эпӗ Христос мар», – тесе тӳрремӗнех ҫирӗплетсе каланӑ.
Ҫынсем, Иисуса шыраса, Турӑ Ҫуртӗнче тӑнӑ чухне пӗр-пӗринчен: «Мӗнле шухӑшлатӑр? Уява килет-ши Вӑл?» – тесе ыйтнӑ.
Кайран Иисус Галилейӑра ҫӳренӗ. Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Хӑйне вӗлересшӗн пулнине пӗлсе Вӑл Иудея ҫӗрне каяс темен.
Анчах та хӑйсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисенчен хӑранипе пурте Ун ҫинчен вӑрттӑн ҫеҫ калаҫнӑ.
«Вӗренмен пулин те, Ҫырнинче мӗн каланине ӑҫтан пӗлет-ха Вӑл?» – тӗлӗннӗ иудейсем.
«Ӑҫта халӗ Вӑл?» – ыйтнӑ унран. «Пӗлместӗп», – тенӗ лешӗ.