10 Анчах, тӑванӗсем уява кайсан, Иисус унта никама систермесӗр пынӑ.
«Акӑ Эпӗ сире кашкӑрсем хушшине сурӑхсене янӑ пек яратӑп. Ӗнтӗ эсир ҫӗлен пек вичкӗн ӑслӑ, кӑвакарчӑн пек йӑваш пулӑр.
Иисус халӑха ҫак сӑмахсене каласа тӑнӑ вӑхӑтра Унӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем Унпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑнӑ.
Анчах та Иисус ӑна хуравласа каланӑ: «Ҫапла пулмалла та, Турӑ хушнине йӑлтах пирӗн ҫапла пурнӑҫламалла». Иоанн вара шыва кӗртме килӗшнӗ.
Иисусӑн ӑс-пуҫӗ йӗркеллех мар тенине илтсен тӑванӗсем Ӑна илме пынӑ.
Ҫавна пула Иисус иудейсем хушшинче пит курӑнсах ҫӳремен. Вӑл унтан пуш хир ҫывӑхӗнчи Ефраим хулине кайнӑ. Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле Иисус пӗр хушӑ ҫавӑнта пурӑннӑ.
Ҫавӑн чухне тӑванӗсем Ӑна каланӑ: «Текех кунта ан юл. Ху тӑвакан тӗлӗнмелле ӗҫӳсене вӗренекенӳсене кӑтартма Иудейӑна кай.
Тӑванӗсем те Ӑна ӗненмен.
Ҫапла каласа Иисус Галилейӑрах юлнӑ.
Анчах та вӑхӑт тулса ҫитсен Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне янӑ. Ӑна хӗрарӑмах ҫуратнӑ, Ҫав Ывӑл та саккуна пӑхӑнса пурӑннӑ.