Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 7:1 - Синодальный НЗ

1 Кайран Иисус Галилейӑра ҫӳренӗ. Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Хӑйне вӗлересшӗн пулнине пӗлсе Вӑл Иудея ҫӗрне каяс темен.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 7:1
19 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Сире пӗр хулара хӗсӗрлесен эсир тепӗр хулана тарӑр. Чӑн калатӑп сире: эсир Израилӗн пур хулисене те ҫитме ӗлкӗриччен Этем Ывӑлӗ килӗ.


Пахчаҫӑсем вара хуҫа ывӑлне курсанах пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: „Ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла, атьӑр ӑна вӗлерер те вӑл илес еткере хамӑр илер“.


Ҫак сӑмахсене илтнӗ саккун вӗрентӳҫисемпе аслӑ священниксем Иисуса пӗтерме май шыранӑ. Пӗтӗм халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗннӗ пирки вӗсем Иисусран хӑранӑ.


Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Иоанн патне Иерусалимри священниксемпе левитсене: «Кам эсӗ?» – тесе ыйтма ярсан, Иоанн вӗсене: «Эпӗ Христос мар», – тесе тӳрремӗнех ҫирӗплетсе каланӑ.


Фарисейсем Хӑйӗн ҫинчен илтнине пӗлсен Иисус каллех Иудейӑран Галилейӑна кайнӑ.


Ҫак иккӗмӗш тӗлӗнмелле ӗҫе Иисус Иудейӑран Галилейӑна тавӑрӑнсан тунӑ.


Кайран Иисус Галилея тинӗсӗн тепӗр енне каҫнӑ. Ку тинӗсе тата Тивериада тинӗсӗ тесе те калаҫҫӗ.


Уявра иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем: «Ӑҫта Вӑл?» – тесе Ӑна шыранӑ.


Анчах та хӑйсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисенчен хӑранипе пурте Ун ҫинчен вӑрттӑн ҫеҫ калаҫнӑ.


Моисей сире саккун паман-и вара? Ҫапах та сирӗнтен пӗри те саккун хушнине тумасть. Мӗншӗн эсир Мана вӗлересшӗн?»


Ҫавӑн чух Иерусалим ҫыннисенчен хӑшӗ-пӗри: «Ҫакна вӗлересшӗн шырамаҫҫӗ-и-ха? – тенӗ.


«Эпир тупмалла марах ӑҫта каясшӑн вара Вӑл? – тесе калаҫнӑ иудейсем. – Тен, Вӑл грексем хушшине саланнӑ иудейсене, унтан тата грексене вӗрентсе ҫӳресшӗн?


Эсир Авраам йӑхӗнчен пулнине пӗлетӗп. Анчах Ман сӑмахӑмсем чӗрӗре шӑнӑҫайманран эсир Мана вӗлерме те хатӗр.


Эсир вара Мана, Турӑран илтнӗ чӑнлӑха хӑвӑра каласа паракан Ҫынна, вӗлерме шутлатӑр. Авраам унашкал хӑтланман.


Турӑ Назаретри Иисуса суйласа илсе Святой Сывлӑш тата вӑй-хӑват пачӗ. Вӑл пур ҫӗрте те ырӑ ӗҫсем туса, усал ернисене сыватса ҫӳрерӗ, мӗншӗн тесен Турӑ Унпа пӗрле пулчӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ