53 «Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – тенӗ вӗсене Иисус, – эсир Этем Ывӑлӗн Ӳтне ҫимесен, Юнне ӗҫмесен, чӗрӗлӗхлӗ пулаймӑр.
«Чӑн калатӑп сире: улшӑнаймасан, ача пек пулаймасан эсир Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр.
Чӑн калатӑп сире: ҫӗрпе пӗлӗт пӗтиччен, ҫырнинче калани пӗтӗмпех пурнӑҫланиччен саккунри пӗр сас палли те, пӗр йӗр те пӗтмӗ.
«Тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн кӑна пуҫне хурса канмалӑх вырӑнӗ ҫук», – тенӗ вара ӑна Иисус.
Ҫук, ҫылӑхлӑрах пулман. Калатӑп сире: ӳкӗнмесен эсир те вӗсем пекех пурте пӗтетӗр.
Ҫук, айӑплӑрах пулман. Калатӑп сире: ӳкӗнмесен эсир те вӗсем пекех пурте пӗтетӗр».
«Ӗмӗрне те ҫутармастӑп!» – хирӗҫленӗ Ӑна Петр. «Эпӗ сан уруна ҫумасан, эсӗ Манпа пӗрлӗхлӗ пулаймӑн», – тенӗ ӑна Иисус.
Эсир Манра пулӑр, Эпӗ сирӗнте пулам. Ҫырла авӑрӗнчен уйӑрнӑ турат ҫырла тӑваймӗ, ҫавӑн пекех эсир те, Манра пулмасан, ҫимӗҫ параймӑр.
«Чӑн-чӑнах калатӑп сана, – тенӗ ӑна хирӗҫ Иисус. – Ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ».
Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ. Турӑ Ывӑлне ӗненмен ҫын пурӑнӑҫ кураяс ҫук, ун ҫинче Турӑ ҫилли тӑрать».
«Чӑн-чӑнах калатӑп сана: шывран тата Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗ, – хуравланӑ Иисус.
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать.
Эпӗ – ҫӳлтен аннӑ чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ. Ҫав ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ. Эпӗ паракан ҫӑкӑр вӑл – Манӑн Ӳтӗм. Ӑна Эпӗ тӗнче пурӑнӑҫӗшӗн парӑп».
Мӗншӗн тесен чӑн-чӑн ҫимӗҫ – Манӑн Ӳтӗм, чӑн-чӑн ӗҫме – Манӑн Юнӑм.
– Этем Ывӑлӗ Хӑй малтан пулнӑ вырӑна ҫӗкленсе кайнине курсан, мӗн тӑвӑр-ши эсир?
Христоса Турӑ Ывӑлӗ тесе йышӑнаканӑн ҫав чӗрӗлӗх пур, Турӑ Ывӑлӗ тесе йышӑнман ҫыннӑн вара – ҫук.
Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене Эпӗ курӑнми маннӑ ҫиме ирӗк парӑп, шурӑ чул парнелӗп. Ҫав чул ҫине илекеннисӗр пуҫне урӑх никам та пӗлмен ҫӗнӗ ят ҫырса хунӑ“».
Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене Эпӗ Туррӑн райӗ варринчи пурӑнӑҫ йывӑҫҫин ҫимӗҫне ҫиме ирӗк парӑп“».