49 Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем пуш хирте маннӑ ҫинӗ, ҫапах та вилнӗ.
Пирӗн аттемӗрсем пуш хирте маннӑ ҫинине астӑватӑр ӗнтӗ. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Ҫиме вӗсене ҫӳлтен Турӑ ҫӑкӑр панӑ“».
Ҫавӑ ӗнтӗ ҫӳлтен аннӑ ҫӑкӑр пулать те. Вӑл мӑн аслаҫӑрсем ҫинӗ маннӑ пек мар, вӗсем ӑна ҫинӗ, ҫапах та вилнӗ. Ку ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ».
Ҫакна эсир пӗлетӗр пулин те, татах асилтерес тетӗп: Хуҫа Турӑ Хӑйӗн халӑхне Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса ҫӑлса хӑварнӑ, анчах та ӗненес теменнисене кайран пӗтернӗ.
Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене Эпӗ курӑнми маннӑ ҫиме ирӗк парӑп, шурӑ чул парнелӗп. Ҫав чул ҫине илекеннисӗр пуҫне урӑх никам та пӗлмен ҫӗнӗ ят ҫырса хунӑ“».