43 «Ан ӳпкелешӗр, – тенӗ вӗсене Иисус.
Иисус вара вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе ҫапла каланӑ: «Эй, ҫителӗксӗр ӗненекенсем! Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ҫӑкӑр илменни ҫинчен шухӑшлатӑр?
Иисуспа вӗренекенӗсем Капернаума ҫитнӗ. Пӗр пӳрте кӗрсен Иисус вӗренекенӗсенчен ыйтнӑ: «Ҫул ҫинче эсир пӗр-пӗринпе мӗн ҫинчен калаҫаттӑрччӗ-ха?»
Хӑйӗнчен мӗн ыйтасшӑн пулнине пӗлсе Иисус ҫапла каланӑ: «Кӗҫех ӗнтӗ эсир Мана кураймӑр, тепӗртакран каллех курӑр, терӗм Эпӗ. Эсир пӗр-пӗринпе ҫавӑн ҫинчен калаҫатӑр-и?
«Ку – Иосиф ывӑлӗ Иисус мар-им вара? – тенӗ вӗсем. – Эпир Унӑн ашшӗпе Амӑшне палланӑ ҫинчех Вӑл епле-ха „Эпӗ ҫӳлтен антӑм“ теме хӑять?»
– Мана кунта яракан Атте ҫавӑтса пымасӑр сирӗнтен пӗри те Ман патӑма ҫитеймӗ. Хам патӑма ҫитнисене Эпӗ юлашки кун чӗртсе тӑратӑп.
Ҫапах сирӗн хушшӑрта ӗненменнисем те пур». Ҫакна Иисус кам-кам ӗненменнине те, Хӑйне кам сутассине те малтанах пӗлсе тӑнӑран каланӑ.
Турӑ пултарни Турӑ умӗнче пытарӑнаймӗ; Унӑн куҫӗсем пурне те витӗр курса тӑраҫҫӗ, Унӑн умӗнче пирӗн явап тытмалла.