42 «Ку – Иосиф ывӑлӗ Иисус мар-им вара? – тенӗ вӗсем. – Эпир Унӑн ашшӗпе Амӑшне палланӑ ҫинчех Вӑл епле-ха „Эпӗ ҫӳлтен антӑм“ теме хӑять?»
Платник ҫеҫ мар-им вара Вӑл? Вӑл Мария ывӑлӗ, Иаковпа Иосийӑн, Иудӑпа Симонӑн тӑванӗ кӑна-иҫ! Унӑн аппӑшӗсем те кунтах, хамӑр хушшӑмӑртах мар-им вара?» Ҫапла вӗсем Унӑн сӑмахӗсене ӗненесшӗн пулман.
Вара вӗсем пурте Иисус каланипе килӗшнӗ, Унӑн ҫӑварӗнчен тухакан ырӑлӑх сӑмахӗсенчен тӗлӗннӗ. «Иосиф ывӑлӗ мар-и вара Ку?» – тесе калаҫнӑ вӗсем.
Филипп вара Нафанаила тӗл пулса каланӑ: «Моисей саккунӗнче тата пророксен сӑмахӗнче Кам ҫинчен каланӑ, эпир Ҫавна шыраса тупрӑмӑр. Вӑл Иосиф ывӑлӗ, Назаретри Иисус иккен».
Тӳперен аннӑ ҫӳлти Этем Ывӑлӗсӗр пуҫне пӗлӗт ҫине никам та хӑпарман-ха.
Мӗншӗн тесен Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама кунта яракан Аттемӗн ирӗкне тума антӑм.
«Ан ӳпкелешӗр, – тенӗ вӗсене Иисус.
– Этем Ывӑлӗ Хӑй малтан пулнӑ вырӑна ҫӗкленсе кайнине курсан, мӗн тӑвӑр-ши эсир?
Израиль ӑрӑвӗнченех паллӑ мӑн асаттемӗрсем тухнӑ. Ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ Христос та ҫуралнӑ тӑрӑх вӗсен хушшинченех. Вӑл – аслӑран та аслӑ Турӑ. Аминь.
Малтанхи этем – ҫӗртен, тусантан пулнӑ, кайранхи вара – тӳперен аннӑ Хуҫамӑр.
Анчах та вӑхӑт тулса ҫитсен Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне янӑ. Ӑна хӗрарӑмах ҫуратнӑ, Ҫав Ывӑл та саккуна пӑхӑнса пурӑннӑ.