32 «Чӑн-чӑнах калатӑп, – тенӗ Иисус. – Ҫӳлти ҫӑкӑра сире Моисей паман, ҫӳлти чӑн-чӑн ҫӑкӑра сире Ман Аттем парать.
Ҫав Ҫутӑ – чӑн-чӑн: Вӑл тӗнчене килекен кашни ҫыннах ҫутатать.
Иисус тата ҫапла каланӑ: «Эпӗ – чӑн-чӑн иҫӗм ҫырли авӑрӗ, Аттем вара – пахчаҫӑ.
Пирӗн аттемӗрсем пуш хирте маннӑ ҫинине астӑватӑр ӗнтӗ. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Ҫиме вӗсене ҫӳлтен Турӑ ҫӑкӑр панӑ“».
Мӗншӗн тесен Турӑ ҫӑкӑрӗ вӑл – Ҫӳлтен Анаканни, тӗнчене пурӑнӑҫ Параканни».
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Пурӑнӑҫ ҫӑкӑрӗ – Эпӗ. Ман патӑма килекен нихӑҫан та выҫӑхмӗ, Мана ӗненекенӗн нихӑҫан та ӑшӗ хыпмӗ.
«Эпӗ – ҫӳлтен аннӑ ҫӑкӑр» тенине илтсен иудейсем Иисуса ӳпкелеме пуҫланӑ.
Ҫӳлтен анакан ку ҫӑкӑр вара ҫавнашкал: ӑна ҫиекен нихӑҫан та вилмест.
Мӗншӗн тесен чӑн-чӑн ҫимӗҫ – Манӑн Ӳтӗм, чӑн-чӑн ӗҫме – Манӑн Юнӑм.
Ҫавӑ ӗнтӗ ҫӳлтен аннӑ ҫӑкӑр пулать те. Вӑл мӑн аслаҫӑрсем ҫинӗ маннӑ пек мар, вӗсем ӑна ҫинӗ, ҫапах та вилнӗ. Ку ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ».
Анчах та вӑхӑт тулса ҫитсен Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне янӑ. Ӑна хӗрарӑмах ҫуратнӑ, Ҫав Ывӑл та саккуна пӑхӑнса пурӑннӑ.
Эпир тата ҫакна та пӗлетпӗр: Турӑ Ывӑлӗ килчӗ те, чӑн Турра пӗлччӗр тесе, Унӑн чӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулччӑр тесе, пире ҫутӑ та, ӑс-хакӑл та пачӗ. Вӑл – чӑн Турӑ, Вӑл – ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх.