Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 6:30 - Синодальный НЗ

30 «Хӑвна ӗнентерес тесе Эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартӑн? – ыйтнӑ вӗсем. – Эсӗ мӗн тума пултаратӑн?

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 6:30
22 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ӗнтӗ Христос, Израиль Патши текенскер, халӗ хӗрес ҫинчен антӑр, эпир ҫакна курӑпӑр та вара Ӑна ӗненме пуҫлӑпӑр». Хӑйӗнпе пӗрле пӑталанисем те Унран йӗкӗлтесе кулнӑ.


Унта фарисейсем пынӑ та Иисуспа тавлашма пуҫланӑ. Вӗсем, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе, тӳперен хӑват кӑтартма хистесех ыйтнӑ.


Аттем ӗҫне тӑватӑп пулсан, Мана ӗненмесен те, Манӑн ӗҫӗмсене ӗненӗр. Вара тин эсир Аттем Манра пулнине, Эпӗ те Унра пулнине пӗлсе ӑнланса илӗр».


Иисус иудейсене тем тӗрлӗ хӑват кӑтартнӑ пулин те, вӗсем Ӑна ӗненмен.


Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем вара: «Ҫапла тума тивӗҫӳ пуррине Эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартса ӗнентерӗн?» – тенӗ.


Ҫав вӑхӑтра Унӑн вӗренекенӗсем хулара пулнӑ, вӗсем апат-ҫимӗҫ илме кайнӑ пулнӑ.


«Ку чӑнах та тӗнчене килмелли Ҫав Пророк!» – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус тунӑ хӑвата курнисем.


Вӑл чирлисене сыватса хӑват тунине курнӑ халӑх Ун хыҫӗнчен йышлӑн пынӑ.


Анчах та, Эпӗ сире каланӑччӗ ӗнтӗ, эсир Мана куртӑр, ҫапах та ӗненместӗр.


Иудейсем хӑват кӑтартмашкӑн ыйтаҫҫӗ, грексем ӑслӑлӑх шыраҫҫӗ.


Ҫӑлӑнӑҫ хыпарне ҫирӗплетмешкӗн Турӑ Хӑй те паллӑсемпе хӑватсем, тӗрлӗ тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартнӑ, Святой Сывлӑшӑн парнисене илмешкӗн те Унран ирӗк пулнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ