Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 6:29 - Синодальный НЗ

29 «Турӑ Янине ӗненесси Турра юрӑхлӑ пӗртен-пӗр ӗҫ пулать», – хуравланӑ вӗсене Иисус.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 6:29
21 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Петр ҫапла каласа тӑнӑ чухнех сасартӑк вӗсене ҫутӑ пӗлӗт хупласа илнӗ. Пӗлӗт ҫинчен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра; Ӑна итлӗр», – текен сасӑ илтӗннӗ.


Кам ӗненсе шыва кӗрӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ. Кам ӗненмӗ, ҫавна юлашки судра айӑплӗҫ.


Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ. Турӑ Ывӑлне ӗненмен ҫын пурӑнӑҫ кураяс ҫук, ун ҫинче Турӑ ҫилли тӑрать».


Эсир, Ҫырнине тишкерсе вуласа, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пуласса шанатӑр, Ҫырни вара хӑех Ман ҫинчен пӗлтерет.


«Ӗҫӗмӗрсем Турра юрӑхлӑ пулччӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?» – ыйтнӑ вара вӗсем.


Мӗншӗн тесен Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама кунта яракан Аттемӗн ирӗкне тума антӑм.


Мана янӑ чӗрӗлӗхлӗ Аттем Мана чӗрӗлӗх панӑ пекех, Манӑн Ӳтӗме ҫиекене те Эпӗ чӗрӗлӗх парӑп.


«Иисус Христос Хуҫамӑра ӗнен, вара ху та, пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ», – тенӗ вӗсем.


Ӗненӳпе юратулӑхран килекен ӗҫӗре, Иисус Христос Хуҫамӑр панӑ шанчӑкран килекен чӑтӑмлӑхӑра Туррӑмӑр тата Аттемӗр умӗнче яланах асра тытатпӑр.


Вилсе чӗрӗлсессӗн Вӑл Хӑйне итлекенсемшӗн пуриншӗн те ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ пулса тӑнӑ.


Куратӑн ӗнтӗ, унӑн ӗненӗвӗ ӗҫӗпе килӗшсе тӑнӑ, ӗҫне кура унӑн ӗненӗвӗ чи паха шая ҫитнӗ.


Унӑн пил-хушӑвӗ вара ҫапла: пирӗн, Хӑй хушнӑ пек, Унӑн Ывӑлне Иисус Христоса ӗненмелле, пӗр-пӗрне юратмалла.


Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине ӗненекен кашни ҫынах Турӑ ачи пулать. Ҫапла вара, Ҫӳлти Ашшӗне юратакан Унран Ҫуралнине те юратать.


Ҫӗнтерекене, Манӑн ӗҫӗмсене вӗҫне ҫитичченех туса пыракана, Эпӗ Хамӑн Аттемрен урӑх халӑхсемпе хуҫаланма епле ирӗк илнӗ, ҫапла ирӗк парӑп. Вӑл вара ҫав халӑхсене тимӗр туяпа пӑхӑнтарӗ, вӗсем тӑм савӑт-сапа пек ванса пӗтӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ