25 Вара, Ӑна тинӗс тепӗр енче тупсан, тӗлӗнсе каланӑ: «Равви! Эсӗ хӑҫан кунта килме ӗлкӗртӗн?»
Тинӗс урлӑ ишсе каҫсан вӗсем Геннисарет ҫӗрне ҫитнӗ.
халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑйсене саламланине тата ҫынсем хӑйсене: „Вӗрентекен! Вӗрентекен!“ – тесе чӗннине килӗштереҫҫӗ.
Эсир вара хӑвӑра „вӗрентекен“ тесе ан калаттарӑр, мӗншӗн тесен сирӗн Вӗрентекенӗр пӗрре – Христос, хӑвӑр хушшӑрта вара эсир пурте тӑвансем.
Тинӗс урлӑ ишсе каҫсан вӗсем Геннисарет ҫӗрне ҫитнӗ те ҫыран хӗррине пырса чарӑннӑ.
Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем Ӑна: «Равви! Ҫисемччӗ», – тесе тархасланӑ.