Анчах та лешӗ, кайнӑ-кайманах, мӗн пулса иртни ҫинчен пурне те пӗлтерсе, каласа ҫӳреме пуҫланӑ. Иисусӑн вара хулана куҫкӗретӗнех кӗресси пӗтнӗ, Вӑл хула тулашӗнче, ялсӑр вырӑнсенче ҫӳренӗ. Ун патне халӑх пур ҫӗртен те пырсах тӑнӑ.
Никодим пӗррехинче ҫӗрле Иисус патне пынӑ та Ӑна ҫапла каланӑ: «Равви! Эсӗ Турӑ янӑ Вӗрентекен пулнине эпир пӗлетпӗр. Турӑ пулӑшмасан Эсӗ кӑтартакан хӑватсене тума никам та пултараяс ҫук».
Тинӗс леш енче юлнӑ ҫынсем тепӗр кунне ҫыранта ӗнер пӗр кимӗ кӑна пулнине аса илнӗ. Унтан та ытларах, вӗсем Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсем ларнӑ кимӗ ҫине кӗменнине те, вӗренекенӗсем Унсӑрах ишсе кайнине те пӗлнӗ.