19 Пӗр пилӗк-ултӑ ҫухрӑм ишсен вӗсем тинӗс ҫийӗпе утса кимӗ патне ҫывхаракан Иисуса курнӑ та хӑраса кайнӑ.
Ҫав кунах икӗ вӗренекенӗ Иерусалимран вун пӗр ҫухрӑмсенелле ларакан Еммаус ятлӑ яла кайнӑ.
Ача утса пынӑ чухнех усал ӑна ҫӗре ӳкернӗ те чӗтретме пуҫланӑ. Анчах та Иисус, усал сывлӑша чарса, ачана сыватнӑ та ашшӗне панӑ.
Вифани ялӗ Иерусалимран инҫех те мар, пӗр икӗ-виҫӗ ҫухрӑмра ҫеҫ пулнӑ.
Сире тӑлӑха хӑвармӑп, Эпӗ каллех килӗп.
Ҫил хытӑ вӗрнипе тинӗс вӑйлӑн хумханма тытӑннӑ.
«Ан хӑрӑр, ку – Эпӗ», – тенӗ вӗсене Иисус.
Ҫав ҫырлана вара хула тулашӗнчи сӗткен пусса кӑлармалли юхтаркӑчра таптарӗҫ, юхтаркӑчран юн тапса тухрӗ. Ҫав юн, лаша йӗвенӗ таран тулса, виҫ ҫӗр ҫухрӑма яхӑн сарӑлса юхрӗ.
Хули тӑваткӗтеслӗх евӗр, унӑн урлӑш-тӑршшӗ пӗрех. Ангел хулана туйипе виҫсе тухрӗ те, пурӗ вун икӗ пин ҫурӑ ҫухрӑма яхӑн пулчӗ. Унӑн тӑршшӗ те, сарлакӑшӗ те, ҫӳллӗшӗ те пӗрешкелех.