17 Тӗттӗмленнӗ пулин те, Иисус ҫаплах пыман. Вара вӗсем, кимӗ ҫине ларса, тинӗс тепӗр енчи Капернаума ише пуҫланӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑнах Иисус вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларма, Хӑйӗнчен маларах тепӗр енне, Вифсаидӑналла, кимӗпе ишсе каҫма хушнӑ. Хӑй халӑха ӑсатма юлнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑл Хӑй те, Амӑшӗ те, тӑванӗсем те, вӗренекенӗсем те Капернаума кайнӑ, унта вӗсем темиҫе кун ҫеҫ пурӑннӑ.
Ҫапла вара Вӑл каллех Галилейӑри Кана хулине, Хӑй шывран хӗрлӗ эрех тунӑ ҫӗре пынӑ. Капернаумра патшан пӗр улпучӗ пурӑннӑ, унӑн ывӑлӗ чирлӗ выртнӑ.
Ҫил хытӑ вӗрнипе тинӗс вӑйлӑн хумханма тытӑннӑ.
Ҫак сӑмахсене Вӑл Капернаумри синагогӑра вӗрентнӗ чухне каланӑ.