1 Кайран Иисус Галилея тинӗсӗн тепӗр енне каҫнӑ. Ку тинӗсе тата Тивериада тинӗсӗ тесе те калаҫҫӗ.
Унтан кайсан Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррине ҫитнӗ, вара пӗр сӑрт ҫине хӑпарнӑ та ҫавӑнта ларнӑ.
Пӗррехинче Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ. Ҫавӑн чухне Вӑл тинӗсе сӗреке-тетел пӑрахакан икӗ пӗртӑвана – Петр текен Симонпа унӑн шӑллӗне Андрея – курнӑ. Вӗсем пулӑҫӑсем пулнӑ.
Пӗррехинче Иисус Геннисарет кӳлли хӗрринче чарӑнса тӑнӑ. Турӑ сӑмахне итлесшӗн Ун патне халӑх кӗпӗрленсе пухӑннӑ.
Ҫавӑнтан кайран Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене Тивериада тинӗсӗ патӗнче каллех курӑннӑ. Ку ӗҫ ҫапла пулса иртнӗ.
Ҫав вӑхӑтра Тивериадӑран урӑх кимӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем Хуҫамӑр пиллесе панӑ ҫӑкӑра ҫинӗ вырӑнтан инҫех мар чарӑннӑ.
Кайран Иисус Галилейӑра ҫӳренӗ. Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Хӑйне вӗлересшӗн пулнине пӗлсе Вӑл Иудея ҫӗрне каяс темен.
Вара унран: «Санӑн куҫу епле уҫӑлчӗ?» – тесе ыйта пуҫланӑ.