Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сире пӗлтерессӗм килет». Ҫавна пӗлтерес тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна: «Тӑр та сарнӑ вырӑнна илсе киле кай» – тенӗ.
Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сирӗн пӗлмелле». Ҫавна кӑтартса парас тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ: «Сана калатӑп: тӑр та вырӑнна илсе киле кай».