6 Иисус ӑна курсан, вӑл чылай хушӑ чирленине пӗлсе, выртакан ҫынран: «Санӑн сывалас килет-и?» – тесе ыйтнӑ.
«Эсӗ Мана мӗншӗн чӗнетӗн?» – тесе ыйтнӑ. «Эй, Хуҫамӑр! Манӑн куракан пуласчӗ», – хуравланӑ лешӗ.
Виҫҫӗмӗш хут унран ыйтнӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана юрататӑн-и?» Хӑйӗнчен виҫҫӗмӗш хут ыйтнӑшӑн салхуланса Петр Ӑна ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ пӗтӗмпех пӗлетӗн. Эпӗ Сана юратнине те пӗлетӗн». Иисус каллех каланӑ: «Манӑн сурӑхӑмсен кӗтӳҫи пул.
Унта вӑтӑр сакӑр ҫул хушши чирпе асапланакан пӗр ҫын пулнӑ.
«Эй, Хуҫамӑр, – тенӗ Ӑна чирлӗскер, – сываласчӗ те, анчах та хум ҫӗкленсен мана шыва кӗме пулӑшакан ҫук-ҫке. Эпӗ шыв хӗррине ҫитиччен ялан кам та пулин маларах кӗрсе ӗлкӗрет».
Турӑ пултарни Турӑ умӗнче пытарӑнаймӗ; Унӑн куҫӗсем пурне те витӗр курса тӑраҫҫӗ, Унӑн умӗнче пирӗн явап тытмалла.
Пирӗн Аслӑ священник, эпир халсӑррине пӗлсе, хута кӗрет. Вӑл, ҫылӑхсӑр пуҫне, эпир мӗн тӳснине йӑлтах тӳснӗ.