5 Унта вӑтӑр сакӑр ҫул хушши чирпе асапланакан пӗр ҫын пулнӑ.
«Ывӑлна капла пулни чылайранпа-и?» – ыйтнӑ вара Иисус ачан ашшӗнчен. «Мӗн пӗчӗкренех, – тенӗ лешӗ.
Авраам йӑхӗнчи ҫак хӗре шуйттан вун сакӑр ҫул ҫыхса усранӑ. Вӑл ӗнтӗ ҫав ҫыхӑран шӑмат кун ирӗке тухма тивӗҫлӗ марччӗ-и?»
Ҫавӑнта вун икӗ ҫул юн кайнипе асапланакан хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл тухтӑрсем патне ҫӳресе пӗтӗм пурлӑхне пӗтернӗ, ҫапах ӑна пӗри те сыватайман.
Кайран Иисус ӑна Турӑ Ҫуртӗнче шыраса тупнӑ та каланӑ: «Акӑ ӗнтӗ эсӗ сывалтӑн. Асту, тата япӑхраххи ан пултӑр тесен, ҫылӑха урӑх ан кӗр».
Мӗншӗн тесен Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ вӑхӑтран вӑхӑта ҫавӑнта анса шыва пӑлхатнӑ. Кам та кам хумханса илнӗ шыва чи малтан кӗме ӗлкӗрнӗ, ҫав кирек епле чиртен те сывалнӑ.
Иисус ӑна курсан, вӑл чылай хушӑ чирленине пӗлсе, выртакан ҫынран: «Санӑн сывалас килет-и?» – тесе ыйтнӑ.
Иртсе пынӑ чух Иисус суккӑр ҫуралнӑ ҫынна курнӑ.
– Халӗ епле куракан пулнине те, унӑн куҫне кам уҫнине те эпир вара пӗлместпӗр. Хӑйӗнчен ыйтӑр ара. Вӑл ҫитӗннӗ ҫын-иҫ, унӑн хӑйӗн те чӗлхи пур».
Листрӑра пӗр утайман ҫын пурӑннӑ. Ҫуралассах ҫавӑн пек ҫуралнӑскер, вӑл нихҫан та утса курман, яланах ларнӑ.
Ҫавӑнта амӑш варӗнченех уксах ҫуралнӑ ҫын пулнӑ. Турӑ Ҫуртне кӗрекенсенчен ыйткаласа ларма ҫав ҫынна кашни кунах Илемлӗ Хапха текен мӑн алӑк умне ҫӗклесе пырса лартнӑ.
Тӗлӗнмелле майпа сывалнӑ ҫынни хӗрӗх урлӑ каҫнӑскер пулнӑ.
Ҫавӑнта сакӑр ҫул хушши вырӑнпа выртакан, паралич ҫапнӑ Эней ятлӑ пӗр ҫын пулнӑ.