43 Эпӗ Аттем ячӗпе килтӗм, эсир Мана йышӑнмастӑр. Кам та пулин хӑй ячӗпе килет те – эсир ӑна йышӑнатӑр.
Мӗншӗн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупӑнӗҫ. Вӗсем тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, май килсен, суйласа илнисене те илӗртсе улталама пӑхӗҫ.
Мӗншӗн тесен Ман ятӑмпа килекенсем нумай пулӗҫ, „эпӗ – Христос“ тесе вӗсем чылайӑшне улталӗҫ.
Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эпӗ сире каларӑм ӗнтӗ, анчах эсир ӗненместӗр. Эпӗ Аттем ячӗпе тӑвакан ӗҫсем хӑйсемех Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтереҫҫӗ.
Эй, Аттем! Хӑвӑн ятна мухтава кӑлар!» Ҫав вӑхӑтра ҫӳлтен: «Мухтава кӑлартӑм, татах та чаплӑлатӑп!» – тенӗ сасӑ илтӗннӗ.
Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне панӑ. Ҫакна Вӑл ӗненекенӗсем пӗри те ан пӗтчӗр тесе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе тунӑ.
Анчах Эпӗ сире пӗлетӗп: чунӑрсенче Турра юратни ҫук.
Мӗншӗн тесен Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама кунта яракан Аттемӗн ирӗкне тума антӑм.
– Нумаях пулмасть пӗр Египет ҫынни, хулара пӑлхав ҫӗклесе, хӑйпе пӗрле пуш хире тӑватӑ пине яхӑн вӑрӑ-хурах ертсе кайнӑччӗ. Грекла пӗлетӗн пулсан, эсӗ ҫав ҫын пулмарӑн апла?»