41 Ҫын мухтани Мана ним тума та кирлӗ мар.
Мӗншӗн тесен вӗсем ҫын мухтанине Турӑ мухтавӗнчен ытларах юратнӑ.
Тепӗр тесен, Ман пирки ҫын каласа ҫирӗплетни Мана кирлӗ те мар. Ҫакна Эпӗ сире ҫӑлас тесе кӑна калатӑп.
Апла пулин те эсир чӗрӗлӗх илме Ман патӑма килес теместӗр.
Анчах Эпӗ сире пӗлетӗп: чунӑрсенче Турра юратни ҫук.
Пӗртен-пӗр Турӑ мухтавне шырас вырӑнне эсир пӗр-пӗрне мухтаса пурӑнатӑр пулсан ӑҫтан-ха Мана ӗненме пултарӑр?
Ҫынсем Хӑйне систермесӗрех тытса патшана лартассине пӗлсен Иисус каллех ту ҫине пӗчченех кайнӑ.
Хӑйӗнчен калакан хӑйшӗн ҫеҫ мухтав шырать. Кам Хӑйне кунта Яраканшӑн мухтав шырать, Вӑл чӑннине калать; Унӑн чӗри ултавсӑр.
Тепӗр тесен, Мана мухтав кирлӗ мар. Мухтава кӑлараканни тата Суд тӑваканни вара – Урӑххи.
Иисус вара ҫапла каланӑ: «Хама Хам мухтатӑп пулсан Ман мухтавӑм ним тӗшне те тӑмасть. Эсир Туррӑмӑр теекен Аттем Мана мухтава кӑларать.
Пире этем мухтавӗ кирлӗ мар: эсир мухтани те, ыттисем мухтани те.
Сире ҫавӑншӑн чӗнсе илнӗ те, мӗншӗн тесен Христос пирӗншӗн асап тӳснӗ. Хӑй хыҫҫӑн пыракансем пулччӑр тесе Вӑл пире тӗслӗх кӑтартнӑ.
Мӗншӗн тесен Вӑл чап-мухтавне Атте Турӑран илчӗ. Ҫавӑн чухне Ӑна ҫӳлти мухтавлӑхран: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра», – текен сасӑ илтӗнчӗ.