4 Мӗншӗн тесен Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ вӑхӑтран вӑхӑта ҫавӑнта анса шыва пӑлхатнӑ. Кам та кам хумханса илнӗ шыва чи малтан кӗме ӗлкӗрнӗ, ҫав кирек епле чиртен те сывалнӑ.
«Эй, Хуҫамӑр, – тенӗ Ӑна чирлӗскер, – сываласчӗ те, анчах та хум ҫӗкленсен мана шыва кӗме пулӑшакан ҫук-ҫке. Эпӗ шыв хӗррине ҫитиччен ялан кам та пулин маларах кӗрсе ӗлкӗрет».