Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 5:36 - Синодальный НЗ

36 Ӑна Ашшӗ кунта янӑ тесе Ман ҫинчен Иоанн пӗлтернисӗр пуҫне тата вӑйлӑрах кӑтартса паракан пур. Вӑл – Эпӗ тӑвакан ӗҫсем, вӗсене Эпӗ Аттем ирӗкне пӑхӑнса тӑватӑп.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 5:36
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус вӗсене хуравланӑ: «Мӗн курни-илтнине Иоана кайса каласа кӑтартӑр:


Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир Мана мӗншӗн шырарӑр? Эпӗ Хамӑн Аттеме тивӗҫлӗ ҫӗрте пулмаллине пӗлмен-и-мӗн эсир?»


Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эпӗ сире каларӑм ӗнтӗ, анчах эсир ӗненместӗр. Эпӗ Аттем ячӗпе тӑвакан ӗҫсем хӑйсемех Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтереҫҫӗ.


«Вӑл суккӑр ҫынна куракан турӗ, – тенӗ хӑшӗ-пӗри. – Тен, Вӑл Лазаре те вилмелле мар тума пултарайӗччӗ?»


Эпӗ вӗсене никам тӑвайман ӗҫсене туса кӑтартман пулсан вӗсем хӑйсем ҫылӑхлине пӗлмӗччӗҫ. Халӗ вӗсем Эп тунӑ ӗҫсене курчӗҫ, пурӗпӗрех Мана та, Аттеме те кураймаҫҫӗ.


Эпӗ ҫӗр ҫинче Сана мухтава кӑлартӑм, Эсӗ Мана тума хушнӑ ӗҫе пурнӑҫларӑм.


Иерусалимра пасха уявӗнче пулнӑ чухне Иисус тӗрлӗ хӑватсем кӑтартнӑ. Ҫавна курсан чылайӑшӗ Ӑна ӗненме пуҫланӑ.


Хӑйӗн Ывӑлне Турӑ ҫак тӗнчене суд тума яман, Ун урлӑ тӗнче ҫӑлӑнтӑр тесе янӑ.


Никодим пӗррехинче ҫӗрле Иисус патне пынӑ та Ӑна ҫапла каланӑ: «Равви! Эсӗ Турӑ янӑ Вӗрентекен пулнине эпир пӗлетпӗр. Турӑ пулӑшмасан Эсӗ кӑтартакан хӑватсене тума никам та пултараяс ҫук».


Иисус вӗсене каланӑ: «Манӑн апат-ҫимӗҫӗм – Хама кунта Яраканӑн ирӗкне пурнӑҫласси, Унӑн ӗҫне туса пӗтересси.


Ман пирки Тепри те ҫирӗплетсе пӗлтерет. Вӑл Ман ҫинчен пӗлтерни чӑн пулнине Эпӗ пӗлетӗп.


Эй, Израиль ҫыннисем! Ҫак сӑмахсене тимлесе итлӗр: эсир Иисус Назорея, Турӑ малтанах пӗлсе, палӑртса хунипе сутмалла пулнӑскере, тытрӑр та Ӑна ҫылӑхлисен аллине патӑр. Пӗлетӗр ӗнтӗ, Турӑ Унӑн тивӗҫлӗхне сирӗн хушшӑрта Ун урлӑ хӑватсем, тӗлӗнмелле ӗҫсем, паллӑсем кӑтартса сире пӗлтерчӗ. Эсир Иисуса вӗлерттертӗр,


Енчен те эпир ҫынсем ҫирӗплетсе каланине йышӑнатпӑр пулсан, паллах, Турӑ ҫирӗплетсе калани чылай хӑватлӑрах. Мӗншӗн тесен ӑна Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен каланӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ