32 Ман пирки Тепри те ҫирӗплетсе пӗлтерет. Вӑл Ман ҫинчен пӗлтерни чӑн пулнине Эпӗ пӗлетӗп.
Петр ҫапла каласа тӑнӑ чухнех сасартӑк вӗсене ҫутӑ пӗлӗт хупласа илнӗ. Пӗлӗт ҫинчен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра; Ӑна итлӗр», – текен сасӑ илтӗннӗ.
Акӑ, тӳперен ҫапла сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра».
Тата тӳперен ҫапла сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Санра!»
Ун ҫине Святой Сывлӑш кӑвакарчӑн кӗлетки пек курӑнса аннӑ. Вара тӳперен сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ – Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Санра!»
Эпӗ хам та Ӑна пӗлместӗмччӗ. Анчах та мана шывпа тӗне кӗртме Яраканӗ ҫапла каларӗ: „Ҫӳлтен анакан Святой Сывлӑш кам ҫинче тӑнине курӑн, Ҫавӑ Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртекенӗ пулӗ“.
Эпӗ пӗлетӗп: Унӑн пил-хушӑвӗ – ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ. Ҫапла вара, Эпӗ кирек мӗн каласан та Аттем сӑмахне ҫеҫ калатӑп».
Тепӗр тесен, Ман пирки ҫын каласа ҫирӗплетни Мана кирлӗ те мар. Ҫакна Эпӗ сире ҫӑлас тесе кӑна калатӑп.