Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 5:3 - Синодальный НЗ

3 Ҫав лупассем айӗнче питӗ нумай чирлӗ ҫын выртнӑ. Суккӑрсем, уксахсем, паралич ҫапнисем шыв хумхана пуҫласса кӗтнӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 5:3
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ун патне пит нумай халӑх пухӑннӑ. Ҫынсем хӑйсемпе пӗрле уксах-чӑлахсене, суккӑрсене, чӗлхесӗрсене, сусӑрсене тата ытти чирлисене йышлӑн илсе пынӑ, вӗсене Иисус умне вырттарнӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.


Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.


Иоанн вӗренекенӗсене Иисус ҫапла каланӑ: «Кайӑр та хӑвӑр мӗн курни-илтнине Иоана каласа парӑр: суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, юхан-суранлисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтекен пулаҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлеҫҫӗ, чухӑннисем Ырӑ Хыпар итлеҫҫӗ.


Иерусалимра, Сурӑх Хапхи патӗнче, шыва кӗме ятарласа тунӑ вырӑн пур, еврейла ӑна Вифезда теҫҫӗ. Ун йӗри-тавра пилӗк лупас ларнӑ.


Мӗншӗн тесен Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ вӑхӑтран вӑхӑта ҫавӑнта анса шыва пӑлхатнӑ. Кам та кам хумханса илнӗ шыва чи малтан кӗме ӗлкӗрнӗ, ҫав кирек епле чиртен те сывалнӑ.


Эпир куҫ умӗнче ҫуккине шанатпӑр, ӑна тӳсӗмлӗн кӗтетпӗр.


Эй, тӑвансем! Ҫапла вара Хуҫамӑр киличчен чӑтӑмлӑ пулӑр. Ҫӗр ӗҫченӗ паха тыр-пул туса илмешкӗн мӗн чухлӗ кӗтнине асра тытӑр: вӑл кӗрхи ҫумӑра та, ҫурхи ҫумӑра та чӑтӑмлӑн кӗтет.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ