25 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: вилнӗ ҫынсем Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес, илтсенех чӗрӗлсе тӑрас вӑхӑт ҫитсе пырать. Вӑл ҫитрӗ те ӗнтӗ.
Ку ывӑлӑм манӑн вилнӗччӗ, халӗ акӑ чӗрӗлчӗ! Ҫухалнӑччӗ, акӑ тупӑнчӗ!“ Унтан вӗсем ӗҫсе-ҫисе савӑнма пуҫланӑ.
Шӑллу тавӑрӑннӑшӑн хӗпӗртемелле, мӗншӗн тесен вӑл вилнӗччӗ, халӗ чӗрӗлчӗ; ҫухалнӑччӗ, халӗ тупӑнчӗ!“»
«Вилнӗ ҫыннисене вилӗмлисемех пытарччӑр. Эсӗ вара кай та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳре», – тенӗ ӑна Иисус.
Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Ку тӗнчерен Ашшӗ патне каяс вӑхӑчӗ ҫитсе пынине Иисус пӗлнӗ. Ку тӗнчери Хӑй хыҫҫӑн пыракансене Вӑл савнӑ, каяс умӗн вара Хӑйӗн тулли юратулӑхне пытарас темен.
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем! Вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: Хӑвӑн Ывӑлу Сана мухтава кӑлартӑр тесе Ывӑлна мухтава кӑлар.
Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ӗнен Мана, вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ. Ун чухне те эсир Атте Турра пуҫҫапӑр, анчах ҫак ту ҫинче те мар, Иерусалимра та мар.
Чӑн-чӑн пуҫҫапакансем Аттене чун-чӗмпе, таса кӑмӑлпа пуҫҫапмалли вӑхӑт ҫитсе пырать. Ҫав вӑхӑт ҫитрӗ те ӗнтӗ, мӗншӗн тесен Атте Хӑйне ҫавнашкал пуҫҫапакансене шырать.
Ашшӗ вилнисене чӗртсе пурӑнӑҫ панӑ пекех, Ывӑлӗ те кама пурӑнӑҫ парас тет, ҫавна парать.
Ҫакӑнтан ан тӗлӗнӗр: тупӑкрисем пурте Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ.
Унӑн сӑмахне итлесе пӗтерсен чылай вӗренекенӗ ҫапла каланӑ: «Ытла та йывӑр вӗрентӳ-ҫке ку! Кам ӑна ӑша хывма пултарӗ?»
Мӗншӗн-ха эсир Эпӗ каланине ӑнланмастӑр? Мӗншӗн тесен Ман сӑмахӑма итлеме мехел ҫитерейместӗр.
Турӑ ачисем Турӑ сӑмахне итлеҫҫӗ. Турӑ ачисем пулманран эсир Мана итлеместӗр те».
«Эпӗ ӗнтӗ каларӑм, анчах эсир илтместӗр, – тавӑрнӑ ҫак ҫын. – Тата мӗн илтесшӗн эсир? Тен, эсир те Унӑн вӗренекенӗсем пуласшӑн?»
Ашшӗн мухтавлӑ хӑвачӗпе Христос епле вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, пирӗн те ҫапла чӗрӗлсе ҫӗнелнӗ пурӑнӑҫпа пурӑнмалла. Ҫавӑнпа та эпир, тӗне кӗрсе, Христоспа пӗрле вилнӗ, пире Христоспа пӗрле пытарнӑ.
Турӑ йӗркине пӑснӑран тата ҫылӑхлӑ пулнӑран эсир те вилӗччӗ.
Ҫавӑнпа та каланӑ ӗнтӗ: «Эй, чунна ҫывратса янӑскер, вӑран та вилӗмрен чӗрӗлсе тӑр, вара сана Христос ҫути ҫутатӗ».
Ҫылӑхӑрсене пула, ӳт кастарманнине пула эсир те вилӗччӗ. Анчах та Турӑ, сирӗн ҫылӑхсене каҫарса, сире те Унпа пӗрле чӗртнӗ.
«Сардис чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗпе ҫичӗ ҫӑлтӑр Пурри ҫапла калать, те: „Санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Ӗненекен ушкӑн ятлӑ пулин те, санӑн чиркӗвӳ чӗрӗ мар, вилӗ.