24 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ман сӑмаха итлекен, Мана кунта Яракана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫать, унӑн Турӑ судне те пымалла мар.
Кусем вара ӗмӗрлӗх асапа кайӗҫ, сӑваплисем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗҫ».
Кам ӗненсе шыва кӗрӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ. Кам ӗненмӗ, ҫавна юлашки судра айӑплӗҫ.
Мана ӗненсе пурӑнакан кирек кам та нихӑҫан та вилмӗ. Эсӗ ҫакна ӗненетӗн-и?»
Иисус кӑшкӑрсах каланӑ: «Мана ӗненекен Мана мар, Мана кунта Яракана ӗненет.
Ҫаксене сире Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни, Турӑ Ывӑлӗ пулнине ӗнентересшӗн, ӗненсен Унӑн ячӗпе чӗрӗлӗхлӗ пулччӑр тесе ҫырнӑ.
Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне панӑ. Ҫакна Вӑл ӗненекенӗсем пӗри те ан пӗтчӗр тесе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе тунӑ.
Турӑ Ывӑлне ӗненекен айӑплӑ пулмӗ. Ӑна ӗненменни вара Туррӑн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне ӗненменрен айӑпа юлнӑ та ӗнтӗ.
Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ. Турӑ Ывӑлне ӗненмен ҫын пурӑнӑҫ кураяс ҫук, ун ҫинче Турӑ ҫилли тӑрать».
Выраканӗ, хӑйӗн пайтине илсе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли тырӑ-пулӑ пуҫтарать. Ҫапла вара акаканӗпе выраканӗ пӗрле савӑнӗҫ.
Мана кунта Яракан ирӗкӗ ҫакӑн пек: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кашни ҫын ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулмалла. Эпӗ вара ӑна юлашки кун, суд кунӗ ҫитсен, чӗртсе тӑратӑп».
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать.
Ҫӳлтен анакан ку ҫӑкӑр вара ҫавнашкал: ӑна ҫиекен нихӑҫан та вилмест.
Эпӗ – ҫӳлтен аннӑ чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ. Ҫав ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ. Эпӗ паракан ҫӑкӑр вӑл – Манӑн Ӳтӗм. Ӑна Эпӗ тӗнче пурӑнӑҫӗшӗн парӑп».
Ҫавӑ ӗнтӗ ҫӳлтен аннӑ ҫӑкӑр пулать те. Вӑл мӑн аслаҫӑрсем ҫинӗ маннӑ пек мар, вӗсем ӑна ҫинӗ, ҫапах та вилнӗ. Ку ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ».
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ман сӑмахӑма итлесе пурнӑҫлакан нихӑҫан та вилмест».
Ҫапла вара, Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнакансене халӗ нимӗнле айӑплав та пулас ҫук.
Турӑ пире Хӑйӗн ҫиллине кӑтартма мар, Иисус Христос Хуҫамӑр урлӑ ҫӑлӑнӑҫ пама палӑртса хунӑ.
Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, мухтава кӑларнӑ Турра эсир Христос урлӑ ӗненнӗ. Ҫавӑнпа та сирӗн ӗненӗвӗрпе шанчӑкӑр – Турӑра.
Юлашки вӑхӑтсенче сирӗн ҫӑлӑнӑҫ илмелле. Ӗненӗвӗре пула Турӑ хӑвачӗ сире ҫавӑншӑн сыхласа усрать.
Ӗненекен тӑвансене юратнӑран эпир вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫнине пӗлетӗр. Тӑванне юратман ҫыннӑн чунӗ вилӗм тыткӑнӗнче.
Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине ӗненекен кашни ҫынах Турӑ ачи пулать. Ҫапла вара, Ҫӳлти Ашшӗне юратакан Унран Ҫуралнине те юратать.