Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 5:22 - Синодальный НЗ

22-23 Ашшӗ никама та суд тумасть. Ашшӗне хисепленӗ пекех, Ывӑлне те хисеплеччӗр тесе суд тӑвассине Вӑл пӗтӗмпех Ывӑлне шанса панӑ. Кам Ывӑлне хисеплемест, ҫав Ӑна яракан Ашшӗне те хисеплемест.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 5:22
23 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Аттем Мана йӑлтах панӑ. Ашшӗсӗр пуҫне Ывӑлне никам та пӗлмест. Ашшӗне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ пӗлтерес тесен анчах пӗлӗҫ.


Этем Ывӑлӗ Ҫӳлти Ашшӗн мухтавӗпе, ангелӗсемпе килӗ те пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ.


Вара Иисус, патнерех пырса, ҫапла каланӑ: «Пӗлӗт ҫинче те, ҫӗр ҫинче те пуҫ пулма Мана тулли ирӗк панӑ.


Эсӗ Ӑна пур этемпе те пуҫ пулма ирӗк панӑ пекех, Вӑл та Эсӗ шанса панисене пурне те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ.


Ашшӗ Ывӑлне юратать, Вӑл пӗтӗмпех Унӑн аллине панӑ.


Этем Ывӑлӗ пулнӑран Ӑна Турӑ суд тума та ирӗк панӑ.


Унтан Иисус ҫапла каланӑ: «Суккӑррисем куракан пулччӑр тесе, кураканнисем суккӑр пулччӑр тесе Эпӗ ҫак тӗнчене суд тума килтӗм».


Иисус пире ҫынсене вӗрентсе ҫӳреме хушрӗ. Чӗррисене те, вилнисене те Турӑ хушнипе Суд тӑваканӗ Хӑй иккенне ҫирӗплетсе пӗлтерме каларӗ.


Хӑй малтанах суйласа илнӗ Ҫын урлӑ пӗтӗм тӗнчене тӳрӗ суд тумалли куна Турӑ палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Ҫавна ҫынсене пурне те ӗнентерес тесе, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ».


Кама мӗн тавӑрса парасси вара, эпӗ вӗрентекен Ырӑ Хыпар тӑрӑх, суд кунӗнче палӑрӗ. Ун чухне Турӑ Иисус Христос урлӑ ҫынсен вӑрттӑн ӗҫӗсене суд тӑвӗ.


Мӗншӗн тесен пирӗн пурин те Христос сучӗ умне тӑмалла, ӳт-пӳлӗх хӳшшинче пурӑннӑ чухне мӗн тунине кура – ырӑ е усал тунине кура – тивӗҫлине илмелле.


Иисус, тепре килсессӗн, Унӑн Патшалӑхӗ ҫитсессӗн, чӗррисене те, вилнисене те суд тӑвӗ. Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тархасласа сана ҫакна калатӑп:


Ӗнтӗ Вӑл чӗррисене те, вилнисене те суд тума хатӗр, вӗсем Унӑн умӗнче явап тытӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ