21 Ашшӗ вилнисене чӗртсе пурӑнӑҫ панӑ пекех, Ывӑлӗ те кама пурӑнӑҫ парас тет, ҫавна парать.
«Эпӗ – чӗрӗлӳ тата пурӑнӑҫ, – тенӗ ӑна Иисус. – Мана ӗненекен вилсен те чӗрӗлет.
Эсӗ Ӑна пур этемпе те пуҫ пулма ирӗк панӑ пекех, Вӑл та Эсӗ шанса панисене пурне те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ.
Чун-чӗм чӗрӗлӗхлӗ тӑвать, ӳт-пӳрен ним усси те ҫук. Манӑн сӑмахӑмсем вара чун-чӗмлӗ те чӗрӗлӗхлӗ.
Мӗнех? Нивушлӗ эсир Турӑ вилнисене чӗртсе тӑратма пултараймасть тесе шухӑшлатӑр?
Сирӗнте Иисуса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӑн Сывлӑшӗ пур пулсан, эппин Христоса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӗ сирӗн ӑшри Хӑйӗн Сывлӑшӗпе вилӗмлӗ ӳт-пӗвӗре те чӗрӗ тӑвӗ.
Ҫырнинче ҫапла каланӑ та: «Малтанхи этем, Адам, чӗрӗ чунлӑ пулса тӑнӑ». Кайранхи Адам вара чӗрӗ тӑвакан чун-чӗмлӗ.