Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 5:20 - Синодальный НЗ

20 Ывӑлне юратнӑран Ашшӗ Хӑй мӗн тунине йӑлтах Ӑна кӑтартать. Вӑл Ӑна тата пысӑкрах ӗҫсем кӑтартӗ-ха, вара эсир тӗлӗнсех кайӑр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 5:20
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Аттем Мана йӑлтах панӑ. Ашшӗсӗр пуҫне Ывӑлне никам та пӗлмест. Ашшӗне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ пӗлтерес тесен анчах пӗлӗҫ.


Петр ҫапла каласа тӑнӑ чухнех сасартӑк вӗсене ҫутӑ пӗлӗт хупласа илнӗ. Пӗлӗт ҫинчен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра; Ӑна итлӗр», – текен сасӑ илтӗннӗ.


Акӑ, тӳперен ҫапла сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра».


Унтан шуйттан Иисуса питӗ ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ та Ӑна тӗнчери мӗн пур патшалӑхсене, вӗсен чапне-илемне кӑтартнӑ.


Унтан вӗренекенӗсем еннелле ҫавӑрӑннӑ та: «Аттем Мана йӑлтах панӑ. Ывӑлӗ камне Ашшӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест. Ашшӗ камне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ пӗлтерес тесен анчах пӗлӗҫ», – тенӗ.


Турра никам та нихҫан та курман, Турӑ ҫинчен пире Ашшӗпе пӗрлӗхлӗ, Атте Туррӑмӑрӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ пӗлтернӗ.


«Хамӑн Аттем ячӗпе Эпӗ сире нумай ырӑ ӗҫ туса кӑтартрӑм, – тенӗ Иисус. – Ҫавсенчен хӑшӗншӗн эсир Мана чулпа пере-пере вӗлересшӗн?»


Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен ҫын Эпӗ тӑвакан ӗҫех тӑвӗ, унтан та ытларах тума пултарӗ, мӗншӗн тесен Эпӗ Аттем патне каятӑп.


Чура хӑйӗн хуҫи мӗн тунине пӗлмест, ҫавӑнпа Эпӗ ӗнтӗ сире чурамсем теместӗп. Хам Аттемрен мӗн илтнине Эпӗ сире пӗтӗмпех каласа патӑм, ҫавӑнпа сире тусӑмсем тетӗп.


Вара Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм. Эсӗ Мана юратни те вӗсенче пултӑр тесе, ҫапла майпа Эпӗ те вӗсенче пулам тесе, малашне те вӗсене пӗлтерсех тӑрӑп».


Ашшӗ Ывӑлне юратать, Вӑл пӗтӗмпех Унӑн аллине панӑ.


Ашшӗ вилнисене чӗртсе пурӑнӑҫ панӑ пекех, Ывӑлӗ те кама пурӑнӑҫ парас тет, ҫавна парать.


Чӑн-чӑнах калатӑп сире: вилнӗ ҫынсем Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес, илтсенех чӗрӗлсе тӑрас вӑхӑт ҫитсе пырать. Вӑл ҫитрӗ те ӗнтӗ.


Ырӑ тунисем ӗмӗрлӗх пурӑнма чӗрӗлӗҫ, усал тунисем айӑплав илме чӗрӗлӗҫ.


Мӗншӗн тесен Вӑл чап-мухтавне Атте Турӑран илчӗ. Ҫавӑн чухне Ӑна ҫӳлти мухтавлӑхран: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра», – текен сасӑ илтӗнчӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ