Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 5:2 - Синодальный НЗ

2 Иерусалимра, Сурӑх Хапхи патӗнче, шыва кӗме ятарласа тунӑ вырӑн пур, еврейла ӑна Вифезда теҫҫӗ. Ун йӗри-тавра пилӗк лупас ларнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 5:2
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫак сӑмахсене илтсен Пилат Иисуса преторирен илсе тухма хушнӑ, хӑй суд тумалли вырӑна ларнӑ. Чултан купаланӑ ҫак ҫӳллӗ вырӑна Лифостротон, еврейла Гаввафа, теҫҫӗ.


Иисус, Хӑйӗн хӗресне ҫӗклесе, «Пуҫ купташки» текен вырӑна ҫитнӗ, еврейла ӑна Голгофа теҫҫӗ.


Иисуса пӑталанӑ вырӑн хула хӗрринчех пулнӑ. Ҫавӑнпа хӗрес ҫине мӗн ҫырнине иудейсенчен нумайӑшӗ вуланӑ. Ҫырма вара еврейла, грекла тата латинла ҫырнӑ пулнӑ.


«Мария!» – тенӗ ӑна Иисус. Мария ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та: «Раввуни!» – тесе кӑшкӑрса янӑ. Ҫакӑ: «Вӗрентекен!» тенине пӗлтерет.


Ҫав лупассем айӗнче питӗ нумай чирлӗ ҫын выртнӑ. Суккӑрсем, уксахсем, паралич ҫапнисем шыв хумхана пуҫласса кӗтнӗ.


Иисус сӑмахне малалла тӑснӑ: «Эпӗ шӑмат кун йӑлине пӗрре пӑсрӑм та, эсир пурте тӗлӗнетӗр.


Хӑйне калаҫма ирӗк парсан, Павел пусма картлашки ҫинчен, халӑха шӑпланма ыйтса, аллипе паллӑ кӑтартнӑ. Пурте шӑплансан вӑл еврейла ҫапла кала пуҫланӑ.


Вара патшасене пӗр ҫӗре, еврейла Армагеддон текен вырӑна, пухрӗҫ.


Хӗрлӗ шӑрчӑксен патши – тӗпсӗрлӗх ангелӗ, еврейла ӑна Аваддон теҫҫӗ, грекла – Аполлион.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ