Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 5:18 - Синодальный НЗ

18 Ҫавӑнпа та ятлӑ-сумлисем Ӑна шӑмат куна хисеплеменшӗн кӑна мар, Турра Манӑн Аттем теме хӑйнӑшӑн, ҫапла каласа Хӑйне Турӑпа танах хунӑшӑн вӗлерес тесе тата ҫирӗпрех шут тытнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 5:18
21 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Е тата шӑмат кунсенче священниксем Турӑ ҫуртӗнче шӑмат кун тума хушман ӗҫсене тӑваҫҫӗ пулин те, вӗсем айӑплӑ мар тенине эсир саккунра вуламан-им?


Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Иоанн патне Иерусалимри священниксемпе левитсене: «Кам эсӗ?» – тесе ыйтма ярсан, Иоанн вӗсене: «Эпӗ Христос мар», – тесе тӳрремӗнех ҫирӗплетсе каланӑ.


«Эпир Сана ырӑ ӗҫ тунӑшӑн вӗлересшӗн мар, – тавӑрнӑ иудейсем. – Эсӗ, ҫын пуҫҫӑнах Хӑвна Турӑ вырӑнне хурса, Турра хурлатӑн вӗт-ха!»


Иисус ӑна хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Мана юратакан Эпӗ вӗрентнӗ пек пурӑнӗ; ӑна Аттем те юратӗ. Вара Эпир Аттепе ун патне пырӑпӑр та унпа пӗрле пулӑпӑр.


Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Эх, Филипп, Эпӗ сирӗнпе мӗн чухлӗ пултӑм, ҫапах та эсӗ Мана пӗлейместӗн-и? Мана курни Аттене те курнӑ. Мӗншӗн-ха эсӗ тата: „Аттемӗре кӑтартсам“, – тетӗн?


«Пирӗн хамӑрӑн саккун, – тавӑрнӑ ӑна иудейсем. – Хӑйне Турӑ Ывӑлӗ тесе каланӑшӑн Ӑна пирӗн саккунпа вӗлермелле».


Ҫав ҫын вара иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем патне кайнӑ та хӑйне Сыватаканӗ Иисус пулнине пӗлтернӗ.


Ҫавнашкал ӗҫсене шӑмат кун тунӑшӑн хайхи иудейсем Иисуса хӗсӗрлеме пуҫланӑ, вӗлерме май шыранӑ.


Анчах та Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Манӑн Аттем Хӑйӗн ӗҫне яланах тӑвать, Эпӗ те тӑватӑп».


Кайран Иисус Галилейӑра ҫӳренӗ. Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Хӑйне вӗлересшӗн пулнине пӗлсе Вӑл Иудея ҫӗрне каяс темен.


Моисей сире саккун паман-и вара? Ҫапах та сирӗнтен пӗри те саккун хушнине тумасть. Мӗншӗн эсир Мана вӗлересшӗн?»


Иисус вара ҫапла каланӑ: «Хама Хам мухтатӑп пулсан Ман мухтавӑм ним тӗшне те тӑмасть. Эсир Туррӑмӑр теекен Аттем Мана мухтава кӑларать.


«Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – тенӗ Иисус, – Эпӗ – пур, Авраам ҫураличчен те пулнӑ».


Туррӑн сӑнарӗ пулин те, Иисус вӑйпах Турӑпа тан юлас темен,


Унтан вара ангел мана чӗрӗлӗх шывӗн юхан шывне кӑтартрӗ. Юхан шывӗ, Турӑпа Путек престолӗ патӗнчен юхса тухса, витӗр курӑнакан пӑр пек йӑлтӑртатать.


Хулара ӗнтӗ тек ылханли нимӗн те пулмӗ. Унта Турӑпа Путекӗн престолӗ ларӗ, Унӑн чурисем Ӑна пуҫҫапса пурӑнӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ