Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 5:17 - Синодальный НЗ

17 Анчах та Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Манӑн Аттем Хӑйӗн ӗҫне яланах тӑвать, Эпӗ те тӑватӑп».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 5:17
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Икӗ пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑка пӗр ассарийлӗхе сутмаҫҫӗ-и? Ҫапах вӗсенчен пӗри те Ҫӳлти Аҫӑр ирӗкӗсӗр ҫӗре ӳкмест.


Эппин мӗншӗн-ха эсир Мана, Аттем Хӑй суйласа илсе тӗнчене Янӑскере, „Эпӗ – Турӑ Ывӑлӗ“ тенӗшӗнех Турра хурлатӑн, тетӗр?


Эпӗ Аттемре, Аттем Манра пулнине ӗненместӗн-им? Сире калакан сӑмахсене Эпӗ Хамран каламастӑп. Мӗн тӑвассине Манри Аттем Хӑй тӑвать.


Ҫавнашкал ӗҫсене шӑмат кун тунӑшӑн хайхи иудейсем Иисуса хӗсӗрлеме пуҫланӑ, вӗлерме май шыранӑ.


Ҫавӑнпа та ятлӑ-сумлисем Ӑна шӑмат куна хисеплеменшӗн кӑна мар, Турра Манӑн Аттем теме хӑйнӑшӑн, ҫапла каласа Хӑйне Турӑпа танах хунӑшӑн вӗлерес тесе тата ҫирӗпрех шут тытнӑ.


Мана кунта Яраканӑн ӗҫне пирӗн кун ҫути пур чухне тумалла. Каҫ пулсан никам та ӗҫлеймест.


Ҫапах та Вӑл ырӑ ӗҫӗсемпе пире Хӑй ҫинчен астутарсах тӑнӑ: ҫумӑр ҫутарнӑ, тырӑ-пулӑллӑ ҫулсем янӑ, апат-ҫимӗҫ панӑ, чуна савӑнтарнӑ».


Мӗншӗн тесен эпир Вӑл пуртан пурӑнатпӑр, ҫӳретпӗр, хамӑр та пур. Сирӗн хӑш-пӗр сӑвӑҫӑрсем калашле: „Эпир – Унӑн йӑхӗнчен“.


Ҫынсен ӗҫӗсем те тӗрлӗрен, анчах пурин ӑшӗнче те пурне те туса тӑракан Турӑ – пӗрре.


Мӗншӗн тесен пӗтӗмпех Ун урлӑ пултарнӑ. Пӗлӗт ҫинчине те, ҫӗр ҫинчине те, курӑнаканнине те, курӑнманнине те: ҫӳлти престолпа хӑватсене, пуҫлӑхсемпе влаҫсене – пурне те Ун урлӑ тата Уншӑн пултарнӑ.


Эсир пирӗнтен Турӑ сӑмахне илтсессӗн, ӑна этем сӑмахӗ тесе мар, Турӑ сӑмахӗ тесе йышӑнтӑр. Ҫавӑншӑн эпир тӑтӑшах Турра тав тӑватпӑр. Вӑл, чӑнах та, Турӑ сӑмахӗ. Ҫав сӑмах сирӗн чӗрере – ӗненекенсен чӗринче – хӑйӗн ӗҫне тӑвать.


Ывӑлӗ, Турӑ мухтавӗн ҫути тата Турӑ несӗллӗхӗн сӑнарӗ пулса, ҫут тӗнчене Хӑйӗн хӑватлӑ сӑмахӗпе тытса тӑрать. Ҫынсене ҫылӑхӗсенчен сӑвапласа-тасатса Вӑл Ҫӳлти Аслин престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ