Анчах та лешӗ, кайнӑ-кайманах, мӗн пулса иртни ҫинчен пурне те пӗлтерсе, каласа ҫӳреме пуҫланӑ. Иисусӑн вара хулана куҫкӗретӗнех кӗресси пӗтнӗ, Вӑл хула тулашӗнче, ялсӑр вырӑнсенче ҫӳренӗ. Ун патне халӑх пур ҫӗртен те пырсах тӑнӑ.
Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Иоанн патне Иерусалимри священниксемпе левитсене: «Кам эсӗ?» – тесе ыйтма ярсан, Иоанн вӗсене: «Эпӗ Христос мар», – тесе тӳрремӗнех ҫирӗплетсе каланӑ.
Ҫавӑнпа та ятлӑ-сумлисем Ӑна шӑмат куна хисеплеменшӗн кӑна мар, Турра Манӑн Аттем теме хӑйнӑшӑн, ҫапла каласа Хӑйне Турӑпа танах хунӑшӑн вӗлерес тесе тата ҫирӗпрех шут тытнӑ.