Вара вӑл каять те хӑйпе пӗрле хӑйӗнчен те усалтарах тепӗр ҫичӗ сывлӑша ертсе пырать. Ҫавӑнтах вӗсем ун ӑшне кӗрсе пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав ҫынна вара малтанхинчен те начартарах пулать. Ҫак усал ӑрӑва та ҫаплах пулӗ».
Ӗнтӗ ҫитӗ, ахаль те эсир чӑн Турра пӗлмен халӑхсем пек кӑмӑл хыҫҫӑн кайса чылай вӑхӑт хушши путсӗрленсе, аскӑнланса арҫын арҫынпа е выльӑхпа асса, ясар шухӑшласа, ӗҫке ерсе, намӑссӑр ӗҫкӗ-ҫикӗсем ирттерсе, ирсӗр кӗлеткесене пуҫҫапса пурӑнтӑр.